Элӗк районӗ, — Чӑваш Енӗн хӗвеланӑҫ енӗнче вырнаҫнӑ район. Район ҫӳрҫӗр енче Муркаш районӗ_Муркашпа Етӗрне районӗсемпе, хӗвеланӑҫ енче Хӗрлӗ Чутай районӗпе, кӑнтӑр енче Ҫӗмӗрле районӗ_Ҫӗмӗрлепе Вӑрнар районӗсемпе, хӗвелтухӑҫ енче Красноармейски районӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Ҫӳрҫӗртен кӑнтӑралла район 18 ҫухрӑма тӑсӑлать, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енне — 25 ҫухрӑма. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 554,1 км2. Район администрациӗ Шупашкартан 67 ҫухрӑмра ларакан Элӗк ялӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсем районта ҫӳккипе пӗрех. Кирпӗч тумашкӑн суглиноксем кӑлараҫҫӗ, тата карбонатлӑ породӑсем хӑш пӗр ҫӗртре тупма пулать.
Район климачӗ вӑтам континенталлӗ. Хӗлсем вӑрӑм та сивӗ, ҫусем ӑшӑ. Вӑтам температура хӗлле -12,9°C тан, ҫулла — 18,3°C. Чи сивӗ палӑртнӑ температура -44°C, чи ӑшши — 37°C.
'>Image:alik.jpg_Элӗк районӗ пурӗ 12 ял тӑрӑхӗнчен тӑрать:
1999 ҫулхи кӑрлач 1 валли районта 22,1 пин ҫын пурӑннӑ. Халӑх плотноҫӗ — 42,5 ҫын пӗр 1км2 ҫине. Ял халӑхӗ 177 ялта пурӑнать, вӗсенче вӑтамран 205 ҫын. Ытларах пайӗпе чӑвашсем (98%) пурӑнаҫҫӗ.